Ун патне хĕрарăмсене интимла пулăшу памалли çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Телефонпа шăнкăравлакан ăна сайтра регистрации иртме тата хăйĕн сывлăхне страхлама хушнă. Вĕсемшĕн укçа тÿлемеллине те асăрхаттарнă, асăннă укçа-тенке мĕн чухлĕ хăвăртрах куçарса паратăн, çавăн чухлĕ ĕçе хăвăртрах пуçлама пултарнине çирĕплетнĕ. Çирĕм улттăри арçын регистраци иртнĕшĕн тата страхлав свидетельствишĕн 150 пин тенкĕ куçарса панă та ĕçе чĕнсе илессе кĕтме пуçланă, анчах та сайт администраторĕ çыхăнăва тухма чарăннă.
Çак пăтăрмахлă ĕçпе Раççей Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕ хулинчи управленийĕ РФ Уголовлă кодексăн 159-мĕш статйипе уголовлă ĕç пуçарнă.
Юрий СНЕГОПАД.