0 °С
Пӗлӗтлӗ
«Лару-тăрăва тĕпченĕ хыççăн çак япаласем РГД-5 вĕрентÿ гранатти пулни паллă пулнă. Вĕсем взрыв тĕлĕшĕнчен хăрушă мар, çавăнпа та çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарайман. Анчах та гранатăсене тишкернĕ хыççăн вĕсене малалла тĕпчеме следствипе оперативлă ушкăн аллине панă», - пĕлтернĕ Росгвардин Пушкăртстан Республикинчи управленинче.
Ведомствăра снаряд, граната е мина евĕр япала тупсан асăрхануллă пулмаллине, çакăн пек япаласем патне çывăха пыма юраманине çирĕплетнĕ тата çийĕнчех законлăха сыхлакан органсене пĕлтерме сĕннĕ.
Юрий СНЕГОПАД.