Вăрман кучченеçĕпе наркăмашланнин тĕп сăлтавĕ кăмпаçăсем çиме юраман кăмпасене çиме юранисенчен тĕрĕс уйăрса илме пĕлменни пулса тăрать тенĕ санитари ведомстви. Тата тепĕр сăлтав – кăмпана çăвара хыпиччен çиме юрăхлă хатĕрлеме пĕлменни, çав шута çиме юраканнисем те кĕреççĕ.
Кăмпапа наркăмăшланни ăна çинĕ хыççăн 1,5 - 2 сехетрен паллă пулать. Пуç ыратма пуçлать, кăмăл пăтранать, хăстарать, хырăм ырататса талăкне 10-15 хутчен вар виттипе чуптарать. Ÿт температури кăшт ÿсме пултарать е хăй шайĕнчех юлĕ. Пульс хавшать, ура-алă вĕçĕсем шăннă пек туйăнаççĕ.
Çиме юракан кăмпапа та наркăмăшланма пулать. Кивĕ кăмпасенче усăллă веществосемпе пĕрле белокăн апат çимĕç пайĕсем пулаççĕ. Вĕсем этем организмĕ çине сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа та çамрăк кăмпасем çеç апат çимĕçре усă курма юрăхлă. Кăмпасене тĕрĕс мар хатĕрлени, пăсăлнă кăмпасене типĕтни тата консервацилени те наркăмăшланасси патне илсе çитерме пултарать. Нихăçан та вăрман кучченеçне цинкран тунă савăтра маринадлама тата тăварлама юрамасть.
Юрий СНЕГОПАД.