Унăн сăмахĕсем тăрăх, çак штамм Египетран килсе çитнĕ. Çав вăхăтрах ведомство пуçлăхĕ çĕршывăн территоринче грипăн урăх вирусĕсене тупса палăртманнине çирĕплетнĕ.
Анна Попова Раççейре сезон вăхăтĕнче сарăлакан инфекци чирĕсемпе çыхăннă лару-тăру çирĕп те тăн-тăн пулнине палăртнă.
Тухтăрсем гриппа чирленĕ чухне ÿт температури 38,5 – 39 градуса çитнине палăртаççĕ, хăш чухне чирĕн пуçламăш сехечĕсенче пысăкрах та пулма пултарать. Хăш-пĕр пациентсен ÿтре субфебрильлĕ (37,1- 37,9) е йĕркеллĕ температура та пулать. Температура йĕркеллĕ е кăшт хăпарнă чухне вирус валли шăпах майлă самант, çавăнпа та чирĕн малтанхи тапхăрĕнче температурăна чакармалли эмелсем ĕçме кирлĕ мар. Хăвăра чиперех туятăр пулсан çитĕннисен ÿт температури 38 градусран, ачасене 39-тан иртсен çеç эмел ĕçме юрать.
Юрий СНЕГОПАД.