- Çавăнпа та вăрманти пушарсен шутне тата типĕ курăксем çунассине сахаллатас тĕллевпе, çавăн пекех вут-çулăм сад-пахчи обществисемпе юлташлăхĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрсем çине сиксе ÿкессинчен сыхланса республика территорийĕнче апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркене йышăнма ыйтатăп, - тенĕ Фарит Гумеров.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çак сĕнĕве ырланă, апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа майăн 15-мĕшĕччен регионта пушара хирĕç кĕрешмелли йĕрке çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕр лаптăкĕсем, ятарласа сыхлакан çут çанталăк территорийĕсем, запас çĕрсем çинче, çулсем хĕрринче, кулĕсемпе юхан шыв çывăхĕсенче, ялсемпе хуласен хутлăхĕсен, сад пахчисен коммерциллĕ мар юлташлăхĕсен территорийĕсенче, предприятисемпе органннизацисем (кирек мĕнле право формипе ĕçленине тата камăн харпăрлăхĕ пулнине шута илмесĕр – кĕскен каласан, пурте кĕреççĕ) вырнаçнă вырăнсенче, çÿп-çап свалкисемпе полигонĕсенче кăвайăт чĕртме, вут-çулăм алхасас хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан ĕçсене тума юрамасть. Унсăр пуçне пушар лару-тарăвне тăтăшах тĕрĕслесе тăрĕç. Çунма пултаракан каяшсене, çÿп-çапа, типĕ курăксемпе çулçăсене ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене, контейнерсене е михĕсене пухмалла. Çавăн пекех тĕрĕслев органĕсем çынсем канакан вырăнсенче, сад пахчи обществисемпе юлташлăхсенче пушара хирĕç кĕрешес йĕркене пăхăннине хак парас тĕллевпе рейдсем ирттерме пуçлаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.