Ашшĕпе амăшĕ ачана хăйсем больницăна илсе çитернĕ. Тухтăрсем эндоскоппа апат хуранĕнчен ют япаласене кăларнă.
Ачапа пурте йĕркеллĕ, паян ăна больницăран кăларĕç.
Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин ашшĕпе амăшне пĕчĕк ачасем тĕнчепе «шăлпа çыртса» паллашнине астутарнă.
- Хăш-пĕр теттесенче пысăк хăрушлăх пытанать. Ача çакăн пек пĕр çаврашкана çеç çăтса ярсан вăл хăй тĕллĕн тухма пултарать. Енчен те темиçе çаврашка çăтрĕ пулсан вĕрĕлнипе (осложнение) больницăна лекесси куç кĕрет. Магнит çаврашкисен хăрушлăхĕ вĕсем пыршăлăха лексен пĕр-пĕрин патне туртăнса çыпçăнса ларма пултараççĕ. Çакă перфораци тата перитонит патне илсе çитерет, - ăнлантарса панă Айрат Рахматуллин.
Сывлăх сыхлав министрĕ ачасен сывлăхне упрас тесен вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла маррине, хăрушлăх кÿрекен япаласене аякра тытмаллине, теттесене ачасен ÿсĕмне кура памаллине асăрхаттарнă.