-1 °С
Юр
Аслисем çывăрнă чух арçын ача анлă сарăлнă приложенире онлайн-вăйă вылянă. Мессенджерта ачапа бот çыхăннă, робукссем (вăйăри валюта) туянма сĕннĕ. Вăл арçын ачана ашшĕн банк приложенинче тĕрлĕ ĕçсем тума инструкцисем панă. Телефон çине килекен кодсене калама ыйтнă.
Юлашкинчен арçын ача ашшĕн счечĕнчен хăйĕн телефонĕ çине 25 пин тенкĕ куçарнă, анчах та шухăша кайнă, палламан çынпа çыру çÿретме чарăннă, ашшĕпе амăшне каласа панă. Çемье пурлăх сиенне тÿсмен. ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби çак ĕç тĕлĕшпе мошенникла хăтланни статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлтернĕ.