-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Регионти патшалăх автоинспекцин тĕп инспекторĕ Владимир Севастьянов ку хутĕнче «Урă водитель» профилактика мероприятийĕсем ултă кун тăршшĕ (март уйăхĕн 6-10-мĕшĕсенче) тăсăласси пирки пĕлтернĕ.
«Тĕп тĕллев – транспорт рулĕ умне ÿсĕр ларнипе çул-йĕр йĕркисене пăснин профилактики. Çак мероприятие инспекторсене ытларах явăçтарса уяв мероприятийĕсем иртекен вырăнсенче водительсене тĕрĕслĕç», - тесе çырнă вăл социаллă сетьсенче.
Владимир Севастьянов çавăн пекех çул çинчи йĕркене пăсни çинчен ПР ШĔМ хĕрÿ лини 8 347 279-32-92 телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтерме май пурри çинчен астутарнă.