-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Преступниксем хĕрарăмпа мессенджер урлă çыхăннă. Мошенник абонент номерĕн срокĕ тухнине, ăна тăсмалли çинчен пĕлтернĕ. Хĕрарăм смс-пĕлтерÿпе килнĕ кода каланă. Каярах унпа хăрушсăрлăх службин çыннисем çыхăнса вăл аферистсемпе калаçнине шантарнă имĕш. Укçасене сыхласа хăварас тесен хăрушсăрлăх счечĕ çине 1,2 млн тенкĕ куçарма ÿкĕте кĕртнĕ.
Пушкăртстанри ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм эрне иртсен çеç, менеджера шăнкăравласа илейменнипе, хăйне улталанине ăнланнă. Полицейскисем пысăк калăпăшпа мошенникла хăтланни çинчен уголовлă ĕç пуçарнă.