Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
17 Мартӑн 2025, 17:34

Пирус туртнипе çунса вилнĕ

Пушкăртстанри Ермеккей районĕнче иртнĕ каç инкек пулса иртнĕ – вут-çулăмра 55 çулхи çын çунса вилнĕ.

Пирус туртнипе çунса вилнĕ
Пирус туртнипе çунса вилнĕ

Тарказы ялĕнче пĕр хутлă йывăç çурт çунса кайнă. Пушар сÿнтерекенсем инкек вырăнне çитсе 35 тăваткал метрта алхасакан вут-çулăма сÿнтернĕ. Унта вĕсем 55 çулхи арçын ÿтне тупнă. Малтан пĕлнĕ тăрăх, пушар  арçын пирус туртнă чух асăрханусăр пулнипе пуçланма пултарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас