Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
4 Сентябрӗн 2025, 12:00

Мошенниксен виçĕ ултав схеми

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн шкул ачисемпе студентсен хĕрÿ вăхăт пулнипе усă курса мошенниксем çынсене улталамалли çĕнĕ мелсем шутласа кăларнă.

Мошенниксен виçĕ ултав схеми
Мошенниксен виçĕ ултав схеми

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ултавçăсем вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене класс ертÿçисем, завучсем е ытти шкул ĕçченĕсем пек шăнкăравлама пуçланă. «Даннăйсене актуализацилес», «çĕнĕ электронлă дневника регистрацилес», е унта кĕме парольсене улăштарас тĕллевпе иккĕленÿллĕ ссылкăсем ярса параççĕ. Шкулăн официаллă порталĕсем пек тунă суя страницăсенче вĕсене логинсем, парольсем, банк карттин даннăйĕсене е СМС кодсем кĕртме ыйтаççĕ.
Студентсене те ултавçăсем деканатран, ректоратран е общежити администрацийĕнчен тесе шăнкăравлаççĕ, харпăр даннăйĕсене çирĕплетме ыйтаççĕ. Ултавçăсем тĕп информацие – студент ятне, факультетне пĕлни – çамрăксене чăнах та вĕренÿ заведенийĕсенчен шăнкăравланине ĕнентерет, тимлĕхе çухаттарать. Ултавçăсем час-часах психологи пусăмĕн меслечĕсемпе усă кураççĕ. Кирлĕ информацие тÿрех памасан кăларса ярассипе е стипендисĕр хăварассипе хăратма пултараççĕ. Çавăн пекех вĕсем общежитишĕн парăмсем е васкавлă тÿлевсем пур теме те пултараççĕ.
Хăвăра тата çывăх çыннăрсене епле хÿтĕлемелле?
1.Информацие тĕрĕслĕр. Ют çынсенчен шăнкăрав е хыпар килсен хăраса ан ÿкĕр. Телефонăра хурăр та вĕренÿ заведенийĕн официаллă номерĕпе шăнкăравлăр. Класс ертÿçинчен е деканатран ыйтса пĕлĕр, чăнах та вĕсем шăнкăравланă-и?
2.Ссылкăсемпе ан куçăр. Палламан çынсенчен килнĕ ссылкăсемпе куçма юрамасть.
3.СМСпа килекен парольсемпе кодсене никама та ан пĕлтерĕр. Вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсем сиртен электронлă дневник парольне, банкран килекен кодсене нихăçан та ыйтмаççĕ, ку - вăрттăн та тепĕр çын пĕлмелле мар информаци.
4.Çак темăна ачăрсемпе сÿтсе явăр, ултав схемисем пирки каласа парăр. Телефонпа палламан çын шăнкăравласан тÿрех ашшĕ-амăшне е аслисене пĕлтермеллине ăнлантарăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас