Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
27 Октябрӗн 2025, 12:00

Вилнĕ ывăлĕшĕн тÿлев илессипе улталаннă

Мошенниксем Пушкăртстанра пурăнакан хĕрарăма вилнĕ ывăлĕшĕн тÿлев паратпăр тесе улталанă.

Вилнĕ ывăлĕшĕн тÿлев илессипе улталаннă
Вилнĕ ывăлĕшĕн тÿлев илессипе улталаннă

Пишпÿлек районĕнче полицейскисем мошенникла хăтланнине сÿтсе яваççĕ, ултав серепине 67 çулхи ял хĕрарăмĕ лекнĕ.

Хĕрарăм патне Тĕп банк тата  йĕрке хуралçисен ĕçченĕсем шăнкăравланă. Вĕсем тивĕçлĕ канури çынна пуçне хунă ывăлĕшĕн тÿлев илме май пуррине тата унăн счечĕпе мошенникла хăтланнинчен хăтарассине шантарнă.

Çапла майпа хĕрарăм тăватă миллиона яхăн укçисĕр тăрса юлнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас