Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
31 Октябрӗн 2025, 11:56

Уйăх хушшинче мошенниксене 2,5 млн тенкĕ куçарнă

Пушкăртстанри Кушнаренко районĕнче пурăнакан 28 çулхи арçын инвестици компанин суя менеджерне шанса 2,5 млн тенкĕ укçа çухатнă.

Уйăх хушшинче мошенниксене 2,5 млн тенкĕ куçарнă
Уйăх хушшинче мошенниксене 2,5 млн тенкĕ куçарнă

Интернетра ял çынни  укçа-тенкĕ хывассипе тата ĕçлесе илессипе тупăшлă сĕнÿ асăрханă. Суя специалист арçынпа телефонпа çыхăннă, уйăх тăршшĕпе унран укçа «сăвăрнă». Çамрăк арçын çаплах тупăш илейменнипе полицие пулăшу ыйтма килнĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас