-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çулсем çинче пăрлак, пăралуксем çинче йĕпе юр пулĕ, çавăн пекех çил çеккунтра 15-20 метра çити вĕрĕ. Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерстви çĕрле тата ир еннелле тĕтрене пула çулсем çинче вăл е ку япала начар курăннине асăрхаттарнă.
Асăннă ведомство ĕçченĕсем çакăн пек çанталăкра шуман атă-пушмак тăхăнма, асăрханса утма, алăсене кĕсъесенче чиксе çÿремессе, татăлса ÿкнĕ пралуксенчен пăрăнса иртме сĕнеççĕ. Водительсен вара темле васкасан та хăвăртлăх режимне пăхăнмалла.
Юрий СНЕГОПАД.