Пĕрремĕш тĕслĕхре Ĕпхÿре пурăнакан 54 çулхи хĕрарăм патне карас çыхăнăвĕн операторĕ шăнкăравланă имĕш. Суя специалист хĕрарăмăн çыхăнупа тивĕçтермелли килĕшÿ срокĕ тухнине пĕлтернĕ, договора тăсма хăйĕн пулăшăвне сĕннĕ. Усал шухăшлă çын ăна ссылка тăрăх куçма ÿкĕте кĕртнĕ, çапла майпа вăл хĕрарăмăн карас телефонне инçетрен кĕме пултарнă. Хайхискер ултавçă хушнине пурнăçланă. Инкек тÿснĕ çын 100 пин ытла тенкĕ çухатнă.
ПР Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕ хулинчи управленине 30 çулхи арçын ултав пирки заявлени çырса панă. Вăл полици ĕçченĕсене мессенджерта инвестицисенчен хушма тупăш тума сĕннĕ хыпар килнине каласа панă. Арçын суя брокера ĕненсе хăйĕн инвестици енчĕкĕ çине 1,5 миллион тенкĕ ытла куçарнă имĕш. Шар курнă çынна укçине кăларса илме май килмен. Ун евĕр серепене Мелеуз районĕнче пурăнакан тепĕр çын та çакланнă. Вăл та çавăн пекех 1,5 млн тенкĕ çухатнă.
Янаул хулинчи 54 çулхи хĕрарăм патне Социаллă фондăн суя ĕçченĕнчен шăнкăрав килнĕ. Усал шухăшлă çын шута илмен ĕç стажĕшĕн компенсаци тÿлетпĕр тесе 400 пин тенкĕ куçарма ÿкĕтленĕ. Хĕрарăм самай вăхăт иртнĕ хыççăн тин хăй ултавçăсен аллине çакланнине ăнланса полицирен пулăшу ыйтнă.
Мияки районĕнчи 73 çулхи хĕрарăм хăйсене Роскомнадзор тата ФСБ ĕçченĕсем тесе пĕлтернĕ телефон аферисчĕсен серепине çакланнă. Усал шухăшлă çынсем ватă хĕрарăма посылка илме тата кредит илессинчен сыхланма смс-хыпарти кода пĕлтерме ыйтнă. Ун хыççăн пенсири хĕрарăм шăнкăравлакансен инструкцийĕсене пăхăнса паллă мар счетсем çине 700 пин тенкӗ укçа куçарнă.
Асăннă фактсем тăрăх уголовлă ĕçсем пуçарнă.
Надежда РОДИОНОВА.