- Эпир Пелепейĕнче, Гульназ музыкçăсемпе, ташăçăсемпе пĕрле аварие лекнĕ. Икĕ ташăçă хытă суранланнă. Гульназа халĕ больницăна тĕрĕслеме илсе кайрĕç. Çавăнпа та Çтерлĕ хулинче концерт пулмасть, каçару ыйтатпăр, - каласа панă Лилия Биктимирова.
Астутаратпăр, шăмат кун, февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Çтерлĕ хулинче концерт иртмелле пулнă, Салават хулинчи концерта та пăрахăçланă.
Çул-йĕр инкекĕ Пелепей районĕнче Пелепей – Николаевка-Туймазă- Бакалă çулăн 14 çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Унта JAC тата Hyundai Solaris ют çĕршывра туса кăларнă автомобильсем çапăннă, тăватă çын шар курнă: Hyundai водителĕпе пассажирĕ тата JAC автомобильти икĕ пассажир. Вĕсене больницăна илсе кайнă.