Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
31 Мартӑн , 12:00

Амăшĕпе ывăлĕ мошенниксене 5 млн тенкĕ куçарнă

Вĕсене социаллă тÿлевсем парассипе шантарнă.

Амăшĕпе ывăлĕ мошенниксене 5 млн тенкĕ куçарнă
Амăшĕпе ывăлĕ мошенниксене 5 млн тенкĕ куçарнă

Кумертау хулинчи полици уйрăмне 55 çулхи хĕрарăмпа унăн 22 çулхи ывăлĕ килнĕ.  Заявлени çыракансем мошенниксен схемине çакланнă.

ПР Шалти ĕçсен пресс-службин малтанхи даннăйĕсем тăрăх амăшĕпе ывăлне темиçе уйăх тăршшĕ патшалăх организацийĕсенчен, «Госуслуги» порталтан, Роскомнадзор тата ятарлă службăсенчен палламан çынсем шăнкăравланă. Ултавçăсем граждансен перекетленĕ укçисем хăрушлăха лекни, вĕсене «хăрушсăрлăх» счечĕсем çине куçармалли çинчен ĕнентернĕ. Ун хыççăнах тепĕр «специалист» палламан çынсем хĕрарăм ячĕпе кредит илме хатĕрленнине пĕлтернĕ. Преступление чарма хĕрарăма çĕнĕ счет уçса перекетленĕ укçасене çавăнта куçарма сĕннĕ. Хăраса ÿкнипе тата сĕнÿсем парсах тăнипе хĕрарăмпа ывăлĕ темиçе уйăх хушши банк операцийĕсем туса ирттернĕ. Вĕсем укçисене хывса тĕрлĕ банксенче кредитсем илнĕ, унтан нухрата ултавçăсем пĕлтернĕ счетсем çине куçарнă.  Нумай миллионлă парăма лекнĕ амăшĕпе ывăлĕн укçисем пĕтсен ултавçăсем  шăнкăравлама чарăннă. Мошенникла хăтланнипе уголовлă ĕç пуçарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас