Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
15 Нарӑсӑн 2023, 12:15

Пушкăртстанра тивĕçлĕ канурисен шучĕ тата вĕсен пенси виçи паллă

Республикăра 2022 çулхи декабрь уйăхĕ тĕлне пурĕ 1,151 млн пенсионер пулнине шута илнĕ. Вĕсенчен 180 пинĕшĕ ĕçлеççĕ. Çакăн çинчен регионти статистика ĕçченĕсем пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра тивĕçлĕ канурисен шучĕ тата вĕсен пенси виçи паллă
Пушкăртстанра тивĕçлĕ канурисен шучĕ тата вĕсен пенси виçи паллă

Танлаштарма: 2022 çулхи январь уйăхĕнче 1,149 млн пенсионер пулнă, ĕçлекенисен шучĕ 186,5 пин çынна çитнĕ.

Пушкăртстанри пенсин вăтам виçи иртнĕ çулхи декабрьте 18 070 тенкĕрен иртнĕ, 2022 çулхи январь уйăхĕнче вăл 16 399 тенкĕ пулнă.

Раççей Федерацинче 2023 çулхи январьтен пуçласа ĕçлемен пенсионерсен пенсине 4,8 процент индексациленĕ. Январьте пенси ÿсни республикăри 1 млн та 57 пин çынна пырса тивнĕ. РФ Социаллă фондăн регионти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăтамран тÿлев виçи пĕр пин тенкĕ ÿснĕ.

- Индексаци пулнă хыççăн ватăлса пенси çулне çитнĕ тивĕçлĕ канури çынсен пенси виçи 20,1 пин тенке çитнĕ. Кашни пенсионерăн индексаци виçи тĕрлĕрен, кунта вăл уйăхсерен илсе тăракан пенси виçинчен килнине палăртмалла. Ĕçлекен пенсионерсем пенсине çĕнĕ виçепе ĕçлеме пăрахсан илме пултараççĕ,- ăнлантарса панă ведомствăн пресс-службинче.

Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе 2022 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси виçине 10 процент индексациленĕччĕ. Çапла майпа, 2022 çулхи январь уйăхĕнчипе танлаштарсан, пенси виçи  пĕтĕмĕшле 15,3 процент ÿснĕ.

Маларах ĕç министертви 2023 çулхи индексаци хыççăн ватăлса пенсие тухнă çыннăн (ĕçлеменнисен) страхлав пенси виçи  21 864 тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: