

Статистикăпа килĕшÿллĕн юлашки çулсенче республикăра пурăнакансен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнă, вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ ÿссе пырать.
Фаниль Вахитов палăртнă тăрăх, паянхи кун регионта 1 млн та 136 пин пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 108 пинĕ 80 çула çитнĕ.
- Республикăра 2024 çулта 1966 çулта çуралнă хĕрарăмсем, 1961 çулта çут тĕнчене килнĕ арçынсем тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Пенси укçине илес тесен çыннăн сахалтан та 15 çулпа танлашакан ĕç стажĕ тата 28,2 пенси коэффициенчĕ пулмалла. Çак кăтартусене Госуслугинчи уйрăм кабинетра е Раççей Социаллă фончĕн сайтĕнче пĕлме пулать, - ăнлантарса панă Социаллă фонд представителĕ.