Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
7 Июнӗн , 15:55

«Кĕмĕл ÿсĕмри» 2,5 пин çын «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» фестивале хутшăннă

Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи культурăпа кану центрĕнче «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» аслă ăру çыннисен республика шайĕнчи хăйпултарулăх фестивалĕн зонăри суйлавĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ.

«Кĕмĕл ÿсĕмри» 2,5 пин çын «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» фестивале хутшăннă
«Кĕмĕл ÿсĕмри» 2,5 пин çын «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» фестивале хутшăннă

Фестиваль йĕркелÿçисем ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство, ПР Культура министерстви, «Пушкăртстан Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ» ассоциацийĕ, Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен регионти обществăлла организацийĕ, «ДОВЕРИЕ-К» Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр тата «Башкортостан» теле-радио компани шутланаççĕ. Ăна Раççей правительстви çĕршыв пуçлăхĕ хушнипе Çемье çулне халалланă тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ аслă ăрури çынсенче пултарулăх вăй-хăватне уçса парасси пулса тăрать.

Зонăри çиччĕмĕш тапхăра республикăн тĕп хулинчи, çавăн пекех Архангельскпа Авăркас, Иглинпа Ĕпхÿ районĕсенчи хăйпултарулăх артисчĕсем хутшăннă. Конкурс программине «кĕмĕл ÿсĕмри» 400 яхăн çын 67 пултарулăх номерĕ тăратнă. Çав шутра Иглин районĕнчи Чăваш-Кăпавĕ ялĕнчи «Пилеш» чăваш юррисен халăх ансамблĕ (ертÿçи – Василий Антонов) пулнине палăртса хăварма уйрăмах кăмăллă. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене тупса палăртма тивĕ. Шăпах вĕсем гала-концерта хутшăнĕç те.  

«Кĕмĕл ÿсĕмри» 2,5 пин çын «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» фестивале хутшăннă
«Кĕмĕл ÿсĕмри» 2,5 пин çын «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» фестивале хутшăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: