Урал сасси
+15 °С
Облачно
Аслă ăру
27 Ноября 2025, 11:00

Икĕ пине яхăн пенси çынни валли ĕç тупнă

Пушкăртстанри  ĕçпе тивĕçтермелли службăра пенсири тата пенси умĕнхи 1,8 пин çынна регионти экономикăн тĕрлĕ отраслĕсенче ĕç вырăнĕ тупса панă.

Икĕ пине яхăн пенси çынни валли ĕç тупнăИкĕ пине яхăн пенси çынни валли ĕç тупнă
Икĕ пине яхăн пенси çынни валли ĕç тупнă

Республикăри  Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерствăра çак ĕçе «Кадры» наци проекчĕн витĕмĕпе илсе пынине пĕлтернĕ.

Ытларах пенсионерсене хăрушсăрлăх тата логистика (таварсемпе çăмăллăхсене çитересси) сферисенчи,  ял хуçалăхĕнчи, çул-йĕр строительствинчи, промышленность производствинчи  ĕç вырăнĕсене сĕнеççĕ.

- Пушкăртстанра кашни уйăхра Аслă ăрăвăн ĕçпе социаллă хастарлăхне пулăшмалли кун ирттереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа «Раççей ĕçĕ» («Работа Росси») кадр центрĕсене пенсири тата ун умĕнхи 3,6 пин çын килнĕ. Вĕсем 500 мероприятине хутшăннă,  çав шутра «Кадрсем» наци проекчĕ пулăшнипе иртнисем те», - палăртнă Пушкăртстанри çемье, ĕç тата халăха социаллă пулăшу паракан министр Ленара Иванова.

Республикăра çĕре яхăн вĕренÿ программи ĕçлет. Аллă çултан иртнĕ граждансем çĕнĕ профессие вĕренме е квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Карьера консультанчĕсем 256 çынна çĕнĕ специальность суйласа илме пулăшнă, вĕсенчен 192-шĕ професси хăнăхăвĕсене алла илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас