

Паянхи кун Пушкăртстанра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата асăннă категорие кĕрекен 4 234 ветеран пурăннине шута илнĕ. Вĕсенчен 58-шĕ – вăрçа хутшăннисем, 11-шĕ – Аслă вăрçă инваличĕ, 51-шĕ – блокадăллă Ленинград çынни, 35-шĕ – концлагерьсенче пулнă çул çитменнисем, 4 079-шĕ – тыл ĕçченĕсем. Унсăр пуçне 95 660-шĕ «вăрçă ачисем» (вĕсем 1927-1945 çулсенче çуралнисем) статуса тивĕçнĕ.
- Шел пулин те, кунран-кун нумай саслă ветерансен хорĕн сасси йăвашланса пырать. Хăйсен куçĕпе вăрçă нушине курнисен, юлашки сывлăш тухиччен Тăван çĕршыва хÿтĕленисен, çĕршыва ура çине тăратнисен йышĕ чакать. Çавăнпа та вĕсен ячĕпе каланă кашни сăмах, кашни шăнкăрав, кашни чечек уйрăмах хаклă, - палăртнă регионти Çемье тата ĕç министерствинче.