

Республикăра пурăнакан 64 пин тивĕçлĕ канури çын «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» («Башкирское долголетие») проекта хутшăнса экскурсиллĕ çул çÿреве кайнă. Çакăн пирки правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Пушкăрстанри Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ольга Кабанова пĕлтернĕ.
Иртнĕ çулхине асăннă программăпа 400 пин çын усă курнă. Тивĕçлĕ канури çынсем республикăри паллă вырăнсене тÿлевсĕр çитсе кураççĕ. 2023 çултанпа аслă ÿсĕмри çынсем Белорусие кайса курма пултараççĕ, 2024 çултанпа – Узбекистана. Çавăн пекех çывăх вăхăтра программăна Таджикистан Республикине кĕртме палăртаççĕ.
«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа çичĕ юхăмра пурнăçа кĕрет: сывлăх, вĕренÿ, туризм, физкультура, культурăпа пултарулăх, волонтерство тата наставничество, аслă ăрури граждансене ĕç тупса парасси тата вĕсен тупăшне ÿстересси. Проекта хутшăнакансен шучĕпе Калтасăпа Мишкин, Бурзянпа Архангельск тата Куюргазă районĕсем, Сибай хули малта пыраççĕ.