Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
1 Июнӗн 2022, 10:00

Андриян Николаевăн агропортретне çĕнетме пуçланă

Чăваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗн ҫывӑхӗнче Андриян Николаев летчик-космонавтӑн агропортретне йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ҫакна пурнӑҫлаканӗсем – студентсемпе хӑйирӗкҫӗсем.

Андриян Николаевăн  агропортретне çĕнетме пуçланă
Андриян Николаевăн агропортретне çĕнетме пуçланă

Космонавтӑн агропортретне 2012 ҫулта ӳкернӗ. Ун чухне ӑна энтузиастсем пурнӑҫланӑ, ҫӗре тракторпа тата мотоблокпа сухаланӑ. Сас паллисене вара ҫынсем кӗреҫепе чавнӑ. 2014 ҫултанпа унта никам та нимӗн те туман. Паллах, портрет сăнӗ 8 ҫулта ҫухалнӑ.
Агропортрет Ҫавал юхан шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, вӑл 100x15 метр калӑпӑшлӑ.
Проект пуҫаруҫи Юрий Иванов каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӗсем агропортрета ҫӗнетме хӑтланнӑ, анчах укҫа ҫитмен. Кӑҫал ӗҫсене нумаях пулмасть пуҫланӑ.
Чăваш халăх сайтĕнчен.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: