Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
20 Нарӑсӑн 2023, 16:30

Ĕпхÿри сăрă ăсти Муртаза Рахимов сăнне карта çинче ÿкернĕ

Тĕп хулара пурăнакан Евгения Сковарт художник Муртаза Рахимов сăнне Пушкăртстан картти çинче ÿкернĕ. Хăйĕн ĕçне вăл республикăн пĕрремĕш президенчĕ вилнĕренпе 40 кун çитнипе çыхăнтарнă. Евгения ÿкерчĕке картографика арчĕн техникипе усă курса тунă. Çак техникăна вара Британи художникĕ Эд Файрберн шухăшласа каларнă.

Ĕпхÿри сăрă ăсти Муртаза Рахимов сăнне карта çинче ÿкернĕ
Ĕпхÿри сăрă ăсти Муртаза Рахимов сăнне карта çинче ÿкернĕ

- Эпĕ яланах çак мелпе ÿкерме ĕмĕтленнĕ, анчах та килĕшÿллĕ те юрăхлă герой пулмарĕ. Вăйлă та пĕлтерĕшлĕ çын. Рахимов республикăшăн пĕлтерĕшлĕ тата вăл Пушкăртстан историнче яланлăха юлĕ. Çавăнпах республика карттине суйласа илнĕ те, - ăнлантарса панă Евгения Сковарт.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕ вăрах вăхăт чирленĕ хыççăн 89 çул тултарса тăхăр вунна кайсан вилнĕ. Унпа уйрăлмалли хурлăхлă церемони Ĕпхÿре иртнĕ. Ăна юлашки çула ăсатма РФ Президенчĕ Владимир Путин та килсе çитнĕччĕ. Муртаза Рахимова Ĕпхÿри мусульман масарĕ çинче пытарнă. Иртнĕ эрнере Радий Хабиров Муртаза Губайдуллович ятне асра хăварасси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: