Урал сасси
+5 °С
Облачно
Асра тытса
7 Марта 2023, 05:23

Пушкăртстанри шкулта Геройăн партине уçнă

Салават районĕнчи Шарипово ялĕнчи шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче пуçне хунă Руслан Исанбаев ячĕпе Геройăн партине уçнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанри шкулта Геройăн партине уçнăПушкăртстанри шкулта Геройăн партине уçнă
Пушкăртстанри шкулта Геройăн партине уçнă

Çар çынни асăннă шкулта 5 класс таран вĕреннĕ. Русланăн класс ертÿçи пулнă Алиса Шарифуллина вăл тăрăшуллă вĕренекен тата пĕрле вĕренекенсемшĕн шанчăклă юлташ пулнине çирĕплетет.

Руслан Исанбаев 2022 çулхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуç хунă. Паттăр партине уçнă чух ял администрацин ертÿçи Ильнар Сафин тата район Канашĕн депутачĕ Ралиф Хуснутдинов пулнă. Асăннă парта хушшине ларма 3-мĕш класра «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренекен Альбина Хамидуллина тата Ильнара Галиаскарова тивĕçнĕ.

Автор:Инга Алексеева