Уява «Хунав» («Росток») ача-пăча фольклорпа этнографи ансамблĕ (ертÿçи – Анастасия Кириллова) халăх ташшипе илем кÿчĕ. Çавăн пекех ачасем И.Я. Яковлевăн халалĕнчи уйрăм сыпăксене вуласа пачĕç. Асăннă шкула çÿрекенсем Ираида Петрова (Нарс) чăваш çыравçи, драматург, юрăçă тата Андриян Николаев космонавт çинчен доклад турĕç. Çакă пухăннисенче хăйсем чăваш пулнишĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ, наци культурин, йăли-йĕркисен хаклăхне ăса хывма пулăшрĕ.
Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ, çак йĕркесен авторĕ, культурăпа массăллă мероприятисемшĕн яваплă Диана Дмитриева И.Я. Яковлев чăваш çырулăхне, алфавитне йĕркелени, халăха çутта кăларассишĕн, чăваш культурине аталантарассишĕн тăрăшни çинчен тухса калаçрĕç.
Мероприяти ăнăçлă иртрĕ. Чăваш халăхĕн паллă çыннисен пурнăçĕсемпе, ĕç-хĕлĕсемпе паллашни пуçтарăннисен асĕнче манăçми шухăшсем хăварчĕ.
Татьяна РОДИОНОВА. Ĕпхÿ хули.