Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
3 Октябрӗн 2023, 12:20

Юратнă çыравçа халалласа

Сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи вулавăшсенче паллă ентеше А.С. Савельев-САСа халалласа «Халăхăн юратнă çыравçи» ятпа мероприятисен ярăмĕ иртнĕ.

Юратнă çыравçа халалласа
Юратнă çыравçа халалласа

Александр Савельев-САС ятне Авăркас районĕнче пурăнакан чăвашсем кăна мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тымар янисем те, ун тулашĕнче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ. Интереслĕ те пултарулăх енчен тулли пурнăçпа пурăннă çыравçă пиртен 88 çулта уйрăлса кайрĕ. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче хисеплĕ те ятлă-сумлă педагог, публицист тата куçаруçă 91 çул тултармаллаччĕ…
Чăваш литературин аксакалĕ, поэчĕ, писателĕ, куçаруçи, публицисчĕ тата педагогĕ, РФ тата ПР писательсен Союзĕн пайташĕ, М.Трубина, Ф.Карим, Г.Ибрагимов ячĕллĕ премисен лауреачĕ Александр Сергеевич Савельев Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ячĕ Пушкăртстан тулашĕнче те, Чăваш Енпе Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче тата Раççейĕн ытти регионĕсенче, паллă.
Калем ăстине хисеплесе асăнма, унпа çыхăннă аса илÿсемпе пĕр-пĕрне паллаштарма Тĕп район ача-пăча библиотекине пĕр ял çыннисем, «Кăвак çăлкуç» литература пĕрлешĕвĕн председателĕ, РФ тата ПР писательсен Союзĕн членĕ, Г.Ибрагимов ячĕллĕ преми лауреачĕ Варис Ягафарович Акбашев поэт-писатель, Авăркас районĕнчи Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ, ПР вĕрентÿ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Юрий Харитонович Леонтьев, районти историпе краеведени музейĕн наука ĕçченĕ Надежда Витальевна Никитина килсе çитнĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче «Эпĕ пушкăрт çĕрĕн чăвашĕ» видеопрезентаци пăхнă, Толбазă салинчи лицей филиалĕн Юламан ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен Анастасия Никитина сăвăсем вуланă, А.Савельев-САСăн сăвви тăрăх «Юрла, юрла Юламан» кĕвĕленĕ юрра (вăл юламансен гимнĕ пулса тăнă) Юламанти культура çуртĕнчи «Наследие» ансамбль юрланă. Ялти шкулта чăваш чĕлхи тата литература учителĕ пулса вăй хуракан Юлия Даниловна Федорова çыравçăпа çыхăннă аса илĕвĕсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне хăнасем «Эпĕ – Пушкăртстан чăвашĕ» кĕнекесен куравĕпе паллашнă.
Пухăннисем Толбазă салинчи лицей директорĕн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Алена Ванюшинана асăну сехетне йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăваççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ.

Юратнă çыравçа халалласа
Юратнă çыравçа халалласа
Юратнă çыравçа халалласа
Юратнă çыравçа халалласа
Юратнă çыравçа халалласа
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: