Мероприятие хамăрăн республикăри чăваш хастарĕсемпе ăсчахсем, вĕрентекенсемпе таврапĕлÿçĕсем çеç мар, Шупашкартан та пилĕк çынран тăракан сумлă делегаци килсе çитнĕ. Çавăн пекех ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин, Ĕпхÿ хула округĕн администрацин вĕрентÿ управленин представителĕсем пухăннă халăха саламласа форума ăнăçлă ирттерме сунчĕç.
Семинар Иван Тарасова халалланă видеофильмпа тата вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем саламланипе уçăлчĕ. Шкул директорĕ Наталья Никитина сăмах каланă хыççăн тĕрлĕ темăпа докладсем пулчĕç. Ытларах вĕсем ачасене тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессипе, ăслăлăхри тата йала-йĕркери тĕпчев ĕçĕсемпе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле семинара истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева профессор ертсе пычĕ. Интерактивлă сесси вăхăтĕнче Иван Григорьевича асра тытса чылайăшĕ аса илÿ авăрне путрĕç. Кашнинех çак пултаруллă та тĕрлĕ енлĕ çын çинчен ăшă та кăмăллă сăмахсем калас килчĕ.
Тĕплĕнрех мероприяти çинчен «Урал сасси» хаçатăн 11-мĕш номерĕнчи материалта вуласа пĕлме пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.