Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
26 Майӑн , 14:15

Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть

 Ĕнер, май уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕ иртен пуçласа уяв шавĕпе тулчĕ. Пушкăртстанри йахташсем чăваш литература классикĕ Кĕçтентин Иванов çуралнăранпа 134 çул çитнине халалласа «Поэт кунне» паллă турĕç.

Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть

Вăл пурĕ те 25 çула яхăн çеç çак хăналăх пурнăçпа савăнса ĕлкĕрнĕ. Анчах та хайĕн вилĕмсĕр «Нарспийĕпе» чапа тухнă, халăх асĕнче юлнă, чăваш литература чĕлхине никĕслесе хăварнă.

Уяв кĕрекине пуянлатма, поэтăмăрăмăра пуç тайма Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева (пысăк йышпа), Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автонономин председателĕ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Мияки районĕнчен Тимеш ял хутлăх администраци пуçлăхĕпе Рамзия Никитинапа Мелания Никифорова поэтесса, Пелепей хулинчи чăваш гимназин директорĕ Фидалия Молчанова, Ĕпхÿпе Пелепей хулисенчи, Чекмагушпа Мияки, Ермеккей районĕсенчи пултарулăх коллективĕсем  килсе çитнĕ.

Хăнасене вырăнти «Силпи» ансамбль çăкăр тăварпа тата чăваш сăрипе кĕтсе илнĕ хыççăн хăнасем К.Иванов музей çурчĕпе паллашрĕç. Ольга Андреева наука ĕçченĕ кăсăк та кăмăллă экскурси иртерчĕ. Курнине хак парса пухăннă ентешсен ятĕнчен Ирина Сухарева сĕнÿсен кĕнекине ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ.

«Поэт кунĕ» мероприяти программипе килĕшÿллĕн уява хутшăнакансем поэт вил тăпри çине тата палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, Нарспипе Сетнер çăлкуçне çитсе сиплĕ те техĕмлĕ шыва ĕçрĕç. Кунтах Слакпуç ялĕнчи шкул ачисем тата «Силпи» ансамблĕн хастарĕсем йĕркеленипе литература тĕлпулăвĕ иртрĕ. Малалла уяв  К. Иванов паркĕнче тăсăлчĕ, ăна районсемпе хуласенчен килнĕ тата вырăнти ушкăнсем илем кÿчĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Халăх Кĕçтенттин Иванова манмасть
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: