Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
17 Июлӗн , 11:25

Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ

Июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă Монумент умĕнче чуна пырса тивмелле пулăм пулса иртнĕ – локаллă вăрçăсен тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсене чыс туса асăну комплексĕ, пограничниксене тата моряксене асра тытса палăксем уçнă.

Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ

Церемоние паттăрсен тăванĕсем, юлташĕсем, Афганистан тата Чечен вăрçисен ветеранĕсем, пограничниксемпе моряксем хутшăннă. Пухăннисем паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ салтаксене шăплăх минучĕпе асăннă. Унтан Монумент умне чечек кăшăлĕсем хунă.

Асăну комплексне уçассипе çыхăннă митинг хыççăн уяв концерчĕ иртнĕ. Унта ытларах вăрçă юррисем янранă. Вĕсене Афганистан ветеранĕсем, авторла юрăсен фестивалĕсен лауреачĕсем Красноусольск салинчи Марс Хайруллин тата Салават хулинчи Сергей Шишкин, Çтерлĕри «Тавах» чăваш халăх ансамблĕ, вырăнти ушкăнсем шăрантарнă.

Асăннă комплекса тăвас пуçарупа Анатолий Николаевич Михайлов тухнине палăртса хăвармалла. Ырă сĕнĕве пĕрле хĕсметре тăнисем, пĕр ял çыннисем тата юлташĕсем ырласа йышăннă.

Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Анатолий Михайлов пуçарăвĕ пурнăçа кĕнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: