-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ 1939 çулхине Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Паллă ентешĕмĕре сума суса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче чаплă мероприятисем иртеççĕ. Сăмахран, Толбазă салинче «Пушкăртстан – ман тăван кил» ачасем валли концерт йĕркеленĕ. Унта Çтерлĕ хулинчи «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Олеся Пескова) хутшăнĕ. Çавăн пекех Пушкăртстан тата Чăваш Ен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев чăваш наци академикĕ тухса сăмах калĕ, паллă ăсчахăн кĕнекисене парнелĕ.