Барельефа уçассипе çыхăннă чаплă церемоние йышлă халăх пухăннăччĕ. Уявра Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчен, Чăваш Енрен, Чĕмпĕрпе Челябинск облаçĕсенчен килнĕ хăнасем пурччĕ.
Пухăннисем умĕнче Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев, ПР Культура министерствин этнокультура аталанăвĕн тата регионсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелекен уйрăмăн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Нурлан Ганиев, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева тата барельеф авторĕ Николай Кондрашкин ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тухса сăмах каларĕç, чăваш халăхне паллă пулăмпа саламларĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.