Урал сасси
+4 °С
Облачно
Асра тытса
18 Декабря 2025, 07:00

Çанталăк 27 градуса çити сивĕтĕ

Пушкăртстанри синоптиксем çывăх вăхăтри виçĕ куна çанталăк мĕнле пулассине пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çанталăк 27 градуса çити сивĕтĕÇанталăк 27 градуса çити сивĕтĕ
Çанталăк 27 градуса çити сивĕтĕ

Пушкăртгидромечĕ пĕлтернĕ тăрăх, паян регионта кăштах юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак пулать, пăрлă çумăр çăвĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕнчен, кăнтăртан вăтам вĕрĕ, кăнтăрла – кассăн-кассăн. Сывлăшри температура кăнтăрла  -3, -8 градус пулĕ.

Эрне кун, декабрĕн 19-мĕшĕнче, прогноз тăрăх, юр тата йĕпе юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак. Йывăçсемпе пралуксем йĕпе юрпа витĕнĕç, çулсене юр хывса кайĕ, пăрлакланĕç. Çил кăнтăртан, кăшт каярах улшăнса çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çĕрле -4,-9 градус пулĕ, кăнтăрла -  0, -5.

Шăмат кун, декабрĕн 20-мĕшĕнче, çĕрле республикипе, кăнтăрла вырăн-вырăнĕпе кăштах юр çăвĕ. Çил çурçĕртен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çурçĕрти районсенче çĕрле -15,-20 градуса çитĕ, çанталăк уяртсан -22, -27, кăнтăрла  -14, -19  пулмалла. Республикăн кăнтăр районĕсенче çĕрле те, кăнтăрла та температура -8, -13 градуспа танлашĕ.

Сăмах май, çанталăк улшăннине пула Пушкăртстанра эрне хушшинче çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ (ОРВИ) чирĕпе 29 пин çын чирленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов