Андрей Назаров пĕлтернĕ тăрăх, республика асăннă программăна пурнăçа кĕртессипе Раççейĕн ытти регионĕсем хушшинче палăрса тăрать.
– Пирĕн республикăра ялта пурăнакансен шучĕ 40% танлашать. Çавăнпа та ял çыннисен пурнăçне лайăхлатасси пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри шутланать. Эпир ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе, ял çыннисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшу парассипе тата квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă патшалăх программисене пуçаруллă хутшăнатпăр, – тенĕ Андрей Назаров.
Юлашки икĕ çул хушшинче 433 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсидисем илме пултарнă. Çĕре яхăн çемье найм килĕшĕвĕпе çурт хăпартнă. Çавăн пекех ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă 90 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Унсăр пуçне 14 çухрăм çул хывнă, 33 çухрăм газ тата 18 çухрăм шыв пăрăхĕсем хунă.
Ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе çыхăннă патшалăх программипе правительствăн премьер-министрĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов туллинрех паллаштарнă.
– Пушкăртстан асăннă патшалăх программине пурнăçа кĕртессипе малта пыракан регионсен шутне кĕрет. Раççейĕн ытти регионĕсем хушшинче 2022 çула федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса панипе Пушкăртстан иккĕмĕш вырăн йышăнать. 2020-2021 çулсенче пĕтĕмĕшле патшалăх программине пурнăçа кĕртме 3,8 млрд тенкĕ тăкакланă. Вĕсенчен 2,3 млрд тенкине федераллă хыснаран уйăрнă, – тенĕ вице-премьер.
Ильшат Ильдусович палăртнă тăрăх, паянхи кун республика çыннисем çăмăллăхлă ял ипотекипе анлă усă кураççĕ. Банк ĕçченĕсем 2021 çулта 5,7 млрд тенкĕлĕх 3 пин кредит панă. Çак пулăшу мелĕпе усă курассипе республика иккĕмĕш çул Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнать.
2022 çулта 7 направлени тăрăх мероприятисене пурнăçа кĕртĕç. Хальхи вăхăтра 2 млрд та 263 млн тенкĕлĕх 68 объект хăпартассипе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсенчен 1 млрд та 403 млн тенкине федераллă бюджетран уйăрнă, 860 млн тенкине – республика хыснинчен. Кăçалхи çул 51 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсидисем илнĕ. Çирĕм пĕр çемье валли найм килĕшĕвĕпе çуртсем хăпартма пуçланă. Çав вăхăтрах ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă 40 проекта пурнăçа кĕртеççĕ.
Андрей Назаров çакăн йышши пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене Ял хуçалăх министерствин вăйĕпе кăна мар, патшалăх влаçĕн ытти органĕсене те, вырăнти хăйтытăмлăх влаçĕсене те явăçтарса татса пама хушнă.
Ирида НОВИКОВА.