Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аталану
21 Июлӗн , 15:25

«Пушкăртстанра пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси Раççейринчен пысăкрах»

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă Рф премьер-министрĕн çумĕ Марат Хуснуллин ĕнер республикăра пулнă май. Вăл Пушкăртстан кашни çул пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассипе рекордлă кăтартусем тунине палăртнă.

«Пушкăртстанра пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси Раççейринчен пысăкрах»
«Пушкăртстанра пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси Раççейринчен пысăкрах»

«Виçĕ миллион тăваткал метр хута ярасси хăçан пулнă? Эпĕ те кÿршĕллĕ регионта министр пулса ĕçленĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса аталаннă, пĕри тепринчен вĕреннĕ. 15-20 çул каялла икĕ миллион тăваткал метр çурт-йĕр хăпартасси пирĕншĕн ĕмĕтре пулнă пулăм. Халĕ вара виçĕ миллион урлă каçнă, ку вăл ĕçе тивĕçлĕ шайра системăланине пĕлтерет.

Çитес икĕ çул çăмăлах пулмĕ, мĕншĕн тесен ипотека виçи чакса пырĕ, анчах та çак пулăм та кирлĕ. Ăçта-тĕр тăкаксене чакарма тивет, çĕнĕ формăсемпе усă курмалла пулĕ.

Çак тапхăра чăтса ирттермеллех, çĕнĕ ÿсĕмсем тума хатĕрленмелле. Эпир наци проекчĕсене пăрахăçламастпăр. План тăрăх малашне çын пуçне вăтамран 33 тăваткал метр пурăнмалли вырăн хута ярасшăн. Сăмах май, паянхи кун çак енĕпе Пушкăртстанри вăтам кăтартусем Раççĕй шайĕнчипе танлаштарсан пĕр тăваткал метр пысăкрах – 29 тăваткал метр ытлапа тÿр килет. Çавăнпа та Радий Фаритович 2030 çул тĕлне регион Президент лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕр тесе шутлать», - тенĕ Марат Хуснуллин.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: