«Илемлĕ вĕт? Çĕнĕ карлăксем иккĕмĕш корпусăн пусми çинче вырнаçнă. Сăмах май, Пушкăртстан символне, курая, производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Артур Янгиров колледжăн лазер станокĕ çинче касса кăларнă. Ăна Радий Хабировăн грант укçипе туяннă», — тесе çырнă Олег Гайсин.
Маларах Пушкăртстанра вăтам професси пĕлĕвĕн сфери мĕнле улшăнни çинчен каласа панă. 2024 çулта республикăри колледжсен 15 вĕрентÿ корпусне пĕтĕмĕшле 331 млн тенкĕлĕх юсанă. Виçĕ çул хушшинче 29 колледжа тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 1,3 миллиард тенкĕ уйăрнă. Икĕ çул хушшинче ултă колледж хăйсен пурлăх никĕсне çĕнетме 30-шар млн тенкĕ илме тивĕçнĕ.