Пурĕ çĕршывăн 1116 хулине хакланă. Радий Фаритович ăнлантарса панă тăрăх, «юлашки çулсенче республикăра пурăнма ункайлă хуласен шучĕ ÿссех пынă».
ПР пуçлăхĕ астутарнă тăрăх, 2018 çулта Пушкăртстанра 6 хула çеç хăтлă пурăнмалли вырăнсем шутне кĕнĕ пулсан, 2023 çулта вĕсен шучĕ 17-е çитнĕ. 2024 çулта рейтинга республикăри пур хула та кĕнĕ.
- Çак индекса специалистсем 36 параметр тăрăх шутласа кăларнă – тирпейлÿ, хăрушсăрлăх, обществăлла транспорт, çулсем, майлă хутлăх тата ытти те, - асăннă Радий Фаритович.
– Эпир республикăри хула-ялсенче хăтлăх йĕркелес ĕçре пысăк çитĕнÿсем турăмăр. Кашни районпа хуласенче илемлĕ парксем, халăх пухăнмалли вырăнсем уçăлчĕç.
Çав вăхăтрах республика ертÿçи туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăма хушмасть.
- Çакă эпир тĕллеве пурнăçланине пĕлтермест, - тенĕ вăл. – Тумалли ĕçсем нумай. 2025 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа «Пурнăç валли кирлĕ инфраструктура» наци проекчĕпе 164 обществăлла вырăна йĕркене кĕртме палăртатпăр. Вĕсенчен 94-шне – федераллă бюджет пулăшнипе. Ĕçе халех пуçласшăн.