Пур хыпар та
Аталану
19 Сентябрӗн 2025, 17:30

Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук

Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа ял хутлăхĕсенче пурăнакансен уйрăлми пайĕ пулса танă.

Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук
Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук

Пелепей районĕнчи Сименкке ял хутлăхĕ асăннă программăна саккăрмĕш хут хутшăнса çиччĕмĕш хут çĕнтернĕ. Çак кунсенче вăрах вăхăт кĕтнĕ техника килсе çитнĕ – 2ПТС-2,5 трактор прицепĕ тата роторлă çава.

Сименкке Ял Канаш администрацийĕ Çĕнĕ Сименкке ялĕнче çуралса ÿснĕ «ЛУКОЙЛ – Западная Сибирь» ООО Ямалнефтегаз директорне Ю.Ф. Иванова, «НПФ СтройЭнергоМонтажСервис» ООО тĕп директорне В.В. Якушина спонсорла пулăшу панă, укçа-тенкĕ енчен хастар пулăшнă ял çыннисене тав тăвать. Малашне те командăпа пĕрле тухăçлă ĕçлессе шанать. Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çуккине палăртать.

Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.

Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук
Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук
Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук
Пĕрле чух татса парайман ыйтусем çук
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас