Пур хыпар та
Аталану
22 Октябрӗн 2025, 09:00

«Пелепей» ТОСЭРта – çĕнĕ резидент

«Пелепей» пурнăçа мала иртсе аталанакан территоринче – çĕнĕ резидент. Çак хыпара ПР Экономика аталанăвĕн министерствинче пĕлтернĕ.

«Пелепей» ТОСЭРта – çĕнĕ резидент
«Пелепей» ТОСЭРта – çĕнĕ резидент

«КСК» ОООн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ промышленноçра усă куракан сивĕтмелли оборудованисем туса кăларассипе, чикĕ леш енчен илсе килнĕ тавара хамăрăннипе улăштарассипе çыхăннă. Компани проекта анлăлатма палăртать. Çапла 21 хушма ĕç вырăнĕ уçăлĕ. «КСК» ООО 2027 çул тĕлне çулталăкне 200 млн тенкĕлĕх 20,5 пин оборудовани туса кăларма план тăвать.

Пелепейри предприяти автомобилистсене кирлĕ ăшă улăшăвĕсем (теплообменник), пăслану конденсаторĕсем, градирньăсем (промышленноçра усă кураççĕ), сивĕтмелли тата шăнтмалли хатĕрсем валли сэндвич-панельсем туса кăларĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас