Пур хыпар та
Аталану
25 Октябрӗн 2025, 22:00

Раççей экономикине аталантарма - тепĕр кĕпер

Пушкăртстанпа Тутарстана çыхăнтаракан кĕпере икĕ республикăн туслăх тата пĕтĕм тĕнчери транспорт тытăмне тухмалли символ пек йышăнмалла.

Раççей экономикине аталантарма -  тепĕр кĕпер
Раççей экономикине аталантарма - тепĕр кĕпер

Виçĕмкун, октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче, планпа палăртнинчен çулталăк маларах  Пушкăртстанпа Тутарстана çыхăнтаракан Ик юханшывĕ урлă хывнă кĕпере туса пĕтерсе уçнă. Çак ĕçе «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе усă курса пурнăçланă.

 Пушкăртстстан Пуçлăхĕ  Радий Хабиров социалла сетьсенче çак объект тăванла икĕ республикăн туслăх символĕ тата экономика аталанăвĕшĕн кирлĕ объект пулнине палăртнă.

«Кĕперĕн икĕ енче çынсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем пурăнаççĕ. Малашне вĕсем пĕр-пĕрин патне тăтăшрах кайса-килсе çÿреме пултарĕç. Талăкра кунта 4 пин автомобиль иртет. Кĕпере хута янă май çул çинче меллĕрех тата хăрушсăртарах пулĕ», - тенĕ регион ертÿçи.

Ик урлă хывнă кĕпере 1948 çулта тунă пулнă. Паллах, вăл 77 çул хушшинче самай кивелнĕ, юхăннă. Кивĕ кĕперĕн пайĕсене сÿтме тÿр килнĕ, çĕнĕ юпасем çинче çĕнĕ конструкци пуçтарнă, çĕрлехи вăхăта электричество çутипе тивĕçтернĕ. Кĕперĕн тимĕрпе бетон конструкцин вăрăмĕшĕ  - 238,5 метрпа, сарлакăшĕ 7 метрпа танлашать. Унăн хакĕ  - 975 млн тенкĕ.

- Раççей Президентне Владимир Путина, çĕршывăн правительствине çул-йĕр тăвас пысăк проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн  пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Умра пирĕн çул-йĕр инфраструктурине аталантарас енĕпе тумалли ĕçсем нумай. Федераллă центр çакăн пек пулăшсан эпир вĕсене пурнăçа кĕртессе шанатăп,- тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Раççей экономикине аталантарма -  тепĕр кĕпер
Раççей экономикине аталантарма -  тепĕр кĕпер
Раççей экономикине аталантарма - тепĕр кĕпер
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас