Пур хыпар та
Аталану
20 Ноябрӗн 2025, 16:00

Шуратăл юхан шыв тăрăх тиевсене тата пассажирсене турттарĕç

Республикăра малашне карапсем çÿретесси пирки Мускавра иртнĕ форумра Радий Хабировпа Росморречфлот пуçлăхĕ Андрей Тарасенко каланă.

Шуратăл юхан шыв тăрăх тиевсене тата пассажирсене турттарĕç
Шуратăл юхан шыв тăрăх тиевсене тата пассажирсене турттарĕç

Ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Раççей транспорчĕ» XIX Тĕнчери форумра Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Тинĕс тата юхан шыв транспорчĕн федераци агентствин (Росморречфлот) ертÿçипе Андрей Тарасенкопа тĕл пулнă. Вĕсем республикăри юхан шывсем çинче тиев тата пассажир карап çÿретĕвне аталантарасси пирки калаçнă.

«Пирĕн тĕп юхан шыв  Шуратăл шутланать. Вăл Пушкăртстанра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа унпа мĕн пулса иртни пурне те кăсăклантарать. Пирĕн пата пысăк круиз теплохочĕсем кĕреççĕ. Тиевсене турттарассине ÿстерес,  туристсемпе пассажирсен маршручĕсене йĕркелес плансем пур. Çак ыйтупа пире Росморречфлот пулăшасса шанатпăр.

Тĕл пулăва хутшăннисем Пушкăртстан юхан шывĕсем çинче карап çÿретессипе  çыхăннă ĕç ушкăнне йĕркеленĕ. Çакă сиксе тухакан ыйтусене тухăçлă та вăхăтра татса пама май парĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас