Аталану
13 Января , 08:00

Пушкăртстанра ача-пăча диета апачĕн заводне уçĕç

Завод 90 процента хатĕр.

Пушкăртстанра ача-пăча диета апачĕн заводне уçĕçПушкăртстанра ача-пăча диета апачĕн заводне уçĕç
Пушкăртстанра ача-пăча диета апачĕн заводне уçĕç

Кăçал Чишма районĕнче ача-пăча диета апатне хатĕрлекен завода хута ярĕç. Правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстанри Обществăлла палатăн председателĕ, Республикăри социаллă апатлану предприятийĕсен ассоциацин ертÿçи Энже Ахмадуллина каланă тăрăх ăна 90% хăпартнă.

-Уйăхне  850 тонна продукци кăларма палăртатпăр. Хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – 965 млн тенкĕ ытла. Ункайпа усă курса, Радий Фаритович, сире предприятие уçнă çĕре чĕнетĕп, - палăртнă Энже Ахмадуллина.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанри социаллă апатлану предприятийĕсен ассоциацин операторĕсем çуртсене юсама, çĕнĕ оборудовани туянма системăллă майпа укçа хываççĕ. 2022 çултан пуçласа вĕсем шкулсенчи апат-çимĕç блокĕсене çĕнетме 185 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

Çапла майпа çурма фабрикатсене, кондитер изделийĕсене, кукăль-булка хатĕрлекен 14 производство лапамĕ уçнă. Вĕсем туса кăларакан пĕтĕм продукцин ача-пăча апатланăвĕн патшалăх регистрацийĕ пур.

- Регионти пур апатлану операторӗсен производствăна инвестици хывнин пӗтӗмӗшле калӑпӑшĕ 2 миллиард ытла тенкӗпе танлашать, - палӑртнă ассоциаци ертӳҫи.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас