Пур хыпар та
Аталану
17 Нарӑсӑн , 11:00

Раççей правительствин вице-премьерĕ Пушкăртстан Пуçлăхне çĕнĕ шкулшăн тав тунă

Ĕнер, февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Ĕпхÿри Кузнецкий затон микрорайонта 2200 вырăнла çĕнĕ шкул уçнă. Савăнăçлă мероприятие Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă. Чи малтан вăл 34 пин тăваткал метр йышăнакан вĕренÿ центрĕпе тата унти вĕрентÿ процесĕпе паллашнă, вĕрентекенсене патшалăх наградисем парса чысланă. Паянхи кун кунта 1500 ача пĕлÿ илме пуçлĕ, вĕсем валли 96 класс йĕркеленĕ.

Раççей правительствин вице-премьерĕ Пушкăртстан Пуçлăхне çĕнĕ шкулшăн тав тунă
Раççей правительствин вице-премьерĕ Пушкăртстан Пуçлăхне çĕнĕ шкулшăн тав тунă

Çĕнĕ пĕлÿ çуртне уçнă ятпа РФ правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова тав тунă. Вăл учреждени Пушкăртстанра çеç мар, Атăлçи федераллă округра пысăккисенчен пĕри пулнине палăртнă.

«Паянхи кун ыйтакан пысăк шкул микрорайон хăвăрт аталаннине пула кирлĕ пулса тухнă. Малашне ачасемшĕн хăйсем пурăнакан çуртсемпе юнашар пĕлÿ илме çĕнĕ условисем пулĕç. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 34 пин тăваткал метрпа танлашать. Кунта вĕрентÿ пÿлĕмĕсем, акт залĕ, тăватă спорт залĕ, робототехнкăна тата пултарулăха аталантармалли вырăнсем пур. Вĕренекенсем валли урамра спорт зони, чупмалли çулсем хатĕрленĕ, хăтлă кану вырăнĕ уçнă. Раççей Строительство министерствине, Территорисене аталантаракан фонда, çавăн пекех Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне Радий Фаритович Хабирова регионти социаллă инфраструктурăна аталантарас енĕпе системаллă ĕçленĕшĕн тав тăватăп», - тесе палăртнă Марат Хуснуллин.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас