+14 °С
Облачно


2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра нормативлӑ (усă курма юрăхлă) транспорт паркне 85 процента ҫитермелле. Тӗллеве пурнӑҫлас тесен пӗр пин ытла çĕнĕ автобус туянмалла.
Халӗкӑтарту79 процентпа танлашать.2019 ҫултанпа республика пин ҫурӑ пӗчӗк, вӑтам тата пысӑк класлӑ транспорт туяннӑ.
"Пурнӑҫ валли инфраструктура" наци проекчĕпе виҫӗ ҫулта 421 транспорт единици туянма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ 83 автобусран 63-шне Ĕпхÿ хулипе ун таврашĕнчи маршрутсене ярӗҫ, вуннӑшне - Нефтекамска, тепӗр вуннӑшне Çтерлĕ хулине ăсатĕç.