

«Тавах Владимир Владимировича саламланăшăн тата пирĕн ĕçе пысăк хак панăшăн! Инвестици климатне йĕркелес ĕçре Наци рейтингĕнче Пушкăртстан виççĕмĕш вырăн йышăнни вăл – тивĕçлĕ те тĕрĕс кăтарту. Анчах та эпир çÿлелле çĕкленме ăнтăлатпăр. Республикăра ертсе пыракан вăйлă команда ĕçлет, вăл нумай ĕçсем тума пултарать. Çавăнпа та малалла утатпăр», - тесе çырнă Радий Хабиров социаллă сетьсенче.
Аса илтеретпĕр, ĕнер, июнь уйăхĕн 5-мешĕнче, Владимир Путин Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн (вăл 29-мĕш хут иртнĕ) пленарлă ларăвĕнче Пушкăртстан Республикине инвестици илĕртуллĕхĕпе малта пыракан регинсен шутне кĕнине палăртнă. Президент регион ертÿлĕхĕ бизнес валли лайăх та майлă условисем туса панине çирĕплетнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.