Урал сасси
+16 °С
Облачно
Аталану
14 Июля , 04:00

2026 çулта 600 çухрăм регионти çулсене тата 13 кĕпере юсĕç

Пушкăртстанра çул-йĕр сетьне çĕнетмелли программăн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, иртнĕ çул «Башкиравтодор» предприятие рейдерла туртса илме хăтланни çул-йĕр юсав ĕçĕсене питĕ хытă чăрмантарнă.

2026 çулта 600 çухрăм регионти çулсене тата 13 кĕпере юсĕç2026 çулта 600 çухрăм регионти çулсене тата 13 кĕпере юсĕç
2026 çулта 600 çухрăм регионти çулсене тата 13 кĕпере юсĕç

Регионти патшалăх тытăмĕ çул-йĕр предприятине тапăннине сирсе янă хыççăн ĕç йĕркене кĕнĕ.

ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Виктор Жульков кăçал республикăри çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 44 млрд та 688 млн тенкĕ пулнине пĕлтернĕ.

Укçа-тенке  çапла пайланă: çулсене çĕнĕрен сарма тата юсама - 10 млрд тенкĕ ытла, тĕплĕ юсава - 19 млрд тенкĕ, çулсене пăхса тăма 11 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.

- Халĕ çул-йĕр юсас сезонăн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Ĕçсем графиксенчен юлмасăр вăхăтлă пурнăçланаççĕ, - пĕлтернĕ Виктор Жульков.

Пурĕ республикăра 2026 çулта 600 çухрăм регион пĕлтерĕшлĕ çулсемпе 13 кĕпере юсама палăртаççĕ.

Виктор Жульков сăмахĕсем тăрăх, халĕ 23 пысăк объектра регионаллă çулсене тăвас тата юсас ĕçсем пыраççĕ. Кăçал 840 метрлă 13 кĕпере хута яма палăртнă.

- Эпир Дюртюли тата Бурай районĕсенчи Быстрый Танып юхан шывсем урлă выртакан икĕ кĕпере тата Кугарчă районĕнчи Малый Ик юхан шыв кĕперне юсатпăр, - каласа панă Виктор Михайлович. – Унсăр пуçне, Авăркас районĕнчи Толбазă ялне Хĕвел анăç енчен çаврăнса иртмелли çула тăватпăр.

Сибай – Акъяр, Янаул – Татăшлă çул çинче ĕçсем пыраççĕ.

Чи пысăк объектсен шутне Дюртюли - Нефтекамск çул çинчи Шур Атăл юхан шыв урлă, Кропачево - Месягутово - Ачит çул çинчи Ай юхан шыв урлă тата Давлекан - Толбазă çул çинчи Дема юхан шыв урлă кĕперсене юсасси кĕрет. Унсăр пуçне специалистсем Гафури районĕнчи Толбазă – Красноусольский, Белорецк тата Белорецк районĕнче Ĕпхÿ – Инзер, Пелепей районĕнчи Пелепей – Приютово çулĕсенчи вырăнсене юсама пуçланă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас