Урал сасси
+8 °С
Ясно
Аталану
30 Сентября , 06:30

Благовещенскра ҫӗнӗ арт-объектсем пулӗҫ

Кӑҫал Благовещенск хули  "Туризма аталантарасси" патшалӑх программин конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ҫакӑ хулари истори центрне хăтлăх кÿртме, ҫӗнӗ объектсем лартма май панӑ.

title
Благовещенскра ҫӗнӗ арт-объектсем пулӗҫБлаговещенскра ҫӗнӗ арт-объектсем пулӗҫ
Благовещенскра ҫӗнӗ арт-объектсем пулӗҫ

Проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ – хулан историллĕ пайӗн тӗп паллӑ вырӑнӗсенчен пӗрне - учительсен ӗлӗкхи семинарийӗн ҫуртне - тултан  çутăпа тивĕçтересси. Çурт фасадĕнче семинарие пуçарса янă Дмитрий Дашков меценат сӑнарӗ, нота станĕн, театр маскисен, мольбертсемпе киҫтӗксен, компаспа телескоп  ӳкерчĕкĕсем пур. Композицие хула символӗ - шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗҫлеҫҫӗ.

— Благовещенск хулишĕн ку ҫӗнӗ юхăм, ҫавӑнпа та паллă ҫурта çутăпа илемлетес кӑна мар, унӑн историйĕпе паллаштарас, Совет урамӗн сӑн-сӑпатне пуянлатас килчӗ, - палӑртнă Благовещенск район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анна Карабанова. - Ку проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ, малалла та кунта ҫӗнӗ элементсем пулӗҫ. Проектӑн тепӗр тапхӑрӗсенче Совет урамӗнче кӗмелли арка, арт-объектсем, Дмитрий Дашковпа фотозона, ҫавӑн пекех хула символикиллӗ пӗчӗк архитектура формисене тата туризм навигацийӗн стенчӗсене вырнаҫтарма палӑртаççĕ.

Автор:Инга Алексеева