

«Раҫҫей чукун ҫулӗсем» тулли мар яваплӑ общество пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗччен кӗрсе вырнаҫмалли капсулӑсене шӑв-шав илтӗнмелле мар тӑвасшӑн. Вӗсенче ҫынна меллӗн вырнаҫса выртмалӑх вӑрӑм вырӑн пулӗ, кашни капсулӑна уйрӑм лампочкӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Çак вырăнсем Японири капсула отельсене аса илтерӗҫ. Ун йышши пӗрремӗш вакунсене 2028 ҫулта туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, капсулӑллӑ хӑна ҫурчӗсем те пур. Çакăн пек кану вырăнĕсене ытларах чухне аэропортсенче вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсем темиҫе сехетлӗхе кӗрсе канма, ҫывӑрса илме меллӗ.
Капсусӑллӑ отельсем аэропортра кӑна мар, пысӑк хуласенче те пур. Сӑмахран, Зеленоградскра та. Унти хак ахаль хӑна ҫуртӗнчен кӑшт йӳнӗрех.
Чăваш халăх сайчĕ.