Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
27 Сентябрӗн 2023, 09:40

Пушкăртстанпа Казахстан спорт лашисем ĕрчетме палăртаççĕ

Сентябрь уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче Казахстан Республикинче иртекен «Иннопром.Казахстан» Пĕтĕм тĕнчери промышленность куравĕнче Пушкăртстанпа Казахстан делегацийĕсем тĕл пулнă. Унта спорт лашисем ĕрчетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Пушкăртстанпа Казахстан спорт лашисем ĕрчетме палăртаççĕ
Пушкăртстанпа Казахстан спорт лашисем ĕрчетме палăртаççĕ

Пушкăртстан ятĕнчен тĕлпулăва правительствăн вице-премьерĕ – ПР экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов, республикăри спорт министрĕ Руслан Хабибов хутшăннă. Йышăнакан енчен – Казахстанри культура тата спорт министрĕн çумĕ, Наци спорчĕн тĕсĕсен ассоциацийĕн вице-президенчĕ Тастанбек Есентаев.

Казахстан представителĕ çĕршывра наци спорчĕн тĕсĕсене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Кунта шкул программине пилĕк çинчи пиçиххипе кĕрешессине кĕртнĕ. Казахстан команди Пĕтĕм тĕнчери куçан (кочевой) халăхсен вăййисене хутшăнать. Казахсен хăйсен лаша ăрачĕ пур – костанайская. Вăл хăвăртлăхпа иккĕмĕш шутланать, малта - Англи урхамахĕсем. Хальхи вăхăтра спорт лашисене ĕрчетес енĕпе тренерсемпе менеджерсем вĕрентме икĕ вĕренÿ программи хатĕрлеççĕ. Çакна шута илсе Казахстан представителĕсем Пушкăртстанра пушкăрт лашисен ăрачĕсене тĕпчекен наукăпа тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ опытпа интересленеççĕ.

 - ПР пуçлăхĕ пуçарса янă «Пушкăрт лашисем» фестиваль Пĕтĕм тĕнчери куçан халăхсен вăййисемпе килĕшсе тăрать. Çитес çулта асăннă вăйăсем Казахстанра иртĕç. Эпир Казахстанри Наци спорчĕн тĕсĕсен ассоциацийĕпе вĕсен команди август уйăхĕнче иртекен «Пушкăрт лашине» килессе, 2024 çулхи сентябрь валли куçан халăхсен ваййине хутшăнма хамăрăн командăна хатĕрлеме калаçса татăлтăмăр,  - тенĕ Руслан Хабибов.

Пушкăртстанри спорт министрĕ республикăра бокс аталаннине палăртнă. Çав вăхăтрах çак спортра малта пыракансенчен пĕри – Казахстан боксерĕсем. Казахстан делегацине хĕрарăмсем хушшинче бокс енĕпе ăмăртма Раççей чемпионатне йыхравланă. Вăл кăçал ноябрь уйăхĕнче Ĕпхÿре иртĕ. Пушкăртстан тата Казахстан боксерĕсем пĕрле тренировкăсем йĕркелессипе те килĕшÿ тунă. Çапла майпа пирĕн спортсменсен хатĕрленÿ шайĕ ÿсĕ. 

Тастанбек Есентаев палăртнă тăрăх, наци спорчĕсен тĕсĕсем çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшаççĕ.        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: